С Днем Защитника Отечества

Харăс-харăссăн пусса

Салтаксем утаççĕ.

Уççăн «Урра!» кăшкăрса

Парада тухаççĕ.

 

Аттесем, асаттесем

Раççей çарĕн салтаксем.

Çавă паттăр салтаксен

Кăкăр туллии медальсем.

 

Çак сăвă çаврăмĕнчен пуçларĕç паянхи уява пирĕн чи пĕчĕк туссем. Паянхи кун пĕтĕм Раççей халăхĕ Аслă çар кунне паллă тăвать. Çак сăлтавпа  пуçтарăнчĕç те ашшĕ-амăшĕсем  шкула. Ачасем  сăвăсем каларĕç,   юрăсем юрларĕç, тĕрлĕ вăйăсем выляса савăнтарчĕç. «Мы военные», «Перетягивание каната», «Сбей кегли», «Бой с подушками» вăйăсенче ачасем хăйсене чăн-чăн салтаксем пек  кăтартрĕç.  Пулас салтаксем «Родина», «Песенка про папу», «Бравые солдаты» юрăсем юрласа пачĕç. Паянхи уявра ачасем питĕ пултаруллă та хастар пулнине çирĕплетсе пачĕç. Ашшĕсене  парнесемсĕр хăвармарĕç пирĕн пĕчĕк туссем.  Тулли кăмăлпа саланчĕç пурте паянхи уявран.