Шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли ҫӗнӗ ушкӑн уҫӑлчӗ.

   

Открытие дошкольной группы

   

   

   Паян  Москакассинчи  вӑтам шкулта  пысӑк та савӑнӑҫлӑ уяв иртрӗ. Тахҫантанпах кӗтнӗ шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли   ҫӗнӗ ушкӑна  уҫма  хӑнасем, ачасем,  ашшӗ-амӑшӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ саманта шкул директорӗ Иванов Игорь Александрович пуҫларӗ. Вӑл ҫак ҫӗнӗ ушкӑн уҫӑлнӑ ятпа чи малтан пӗчӗк шӑпӑрлансене саламларӗ. Паянхи кун ашшӗ-амӑшӗсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

   Паллах, кун пек калӑпӑшлӑ ӗҫе тума пултарнинче пуҫлӑхсен тӳпи те пысӑк вырӑн йышӑнать. Район администраци пуҫлӑхӗн ҫумӗ В. К. Ананьев та ачасене малалла аталанма пур условисем те туса пама тӑрӑшнипе пӗрлех Раҫҫей Президенчӗ В. В. Путин указӗпе килӗшӳллӗн  «Ача амӑшӗн капиталӗ» программӑна тепӗр икӗ ҫуллӑха тӑснине кура, ку ушкӑн пушӑ лармасса,  унта ача-пӑча сасси татӑлмасса шаннине пӗлтерчӗ.

Район администрацийӗн вӗрентӳ, ҫамрӑксен политикин физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ И. А. Ершова  вара ачасене малалла ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫӗнӗ  ушкӑн шкулта уҫӑлни ачасене шкул пурнӑҫне хӑнӑхма пулӑшать, вӗрентекенсене ашшӗ-амӑшӗпе тачӑ ҫыхӑну тытса ӗҫлеме май парать.

   Хӑйсен савӑнӑҫне ачасем те пытармарӗҫ. Вӗсем пуҫтарӑннӑ хӑнасене хӑйсен илемлӗ юрри-ташшипе, сӑвви-куллипе тӗлӗнтерчӗҫ. Тӑваттӑмӗш класра вӗренекенсем те айккинче юлмарӗҫ. Вӗсем кӗҫӗннисене хӑйсен йышне илнине пӗлтерсе салам сӑмахӗсем каларӗҫ. Ачасене тӑрӑшса вӗренме, шкул ятне ҫӳле ҫӗклессишӗн ӑнтӑлма сӗнчӗҫ.

   Ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачисене ҫутӑ та хӑтлӑ пӳлӗмсенче тӗрлӗ енлӗ аталанма майсем туса панишӗн пуҫлӑхсене,  шкул директорне,  ӗҫлекенсене  пысӑк тав сӑмахӗ каларӗҫ.  Хӗрлӗ хӑйӑва  каснӑ хыҫҫӑн пӳлӗм ача-пӑча сассипе тулчӗ. Пӗчӗк кил хуҫисене ырӑ сунса кӗтетпӗр, ӑнӑҫусем сунатпӑр!