Андрей Петтоки çуралнăранпа çĕр вунă çул çитре. Çак паллă куна асăнма пирĕн шкул ачисем чăваш чĕлхине вĕрентекен Ирина Ивановна Пушкина ертсе пынипе А. Петтокин палăкĕ патĕнче пуçтарăнчĕç. Ахмане ялĕнче çуралнă пирĕн чаплă ентеш. Чăнах та, ырă та таса чунлă çын пулнă. Вăл питĕ нумай çырнă. Унăн поэзийĕ вилĕмсĕр. Шкул ачисем унăн сăввисене пăхмасăр каларĕç. Шупашкартан килнĕ ăсчахсен сăмахне итлерĕç.