Мартăн 7-мĕшĕнче пирĕн шкулта Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне халаласа хаваслă концерт иртрĕ. Çак чаплă концерта 4 – мĕш класра вĕренекен шкул ачисем хăйсене вĕрентекен учителĕпе ЖЕЛТОВА Светлана Федоровнăпа пĕрле хатĕрлерĕç. Вĕсене музыка учителĕ Макаров Анатолий Валерьянович та пулăшрĕ, аннесемпе асаннесем çинчен тĕрлĕрен юрăсем вĕрентрĕ. Шкулта вĕрентекен учительсем, шкул ĕçченĕсем, вĕренекенсем – пурте пĕрле уяв кăмăлĕпе тулнă шкулăн хитре залне концерт курма пухăнчĕç.
4 класра вĕренекен ачасем Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе пурне те саламларĕç, хĕрарăмсене тата хĕрсене мухтаса сăвăсем каларĕç, савăнăçлă юрăсем шăрантарчĕç, «Кадриль» тата «Русская плясовая» ташăсемпе пире савăнтарчĕç. Шарикова Каринăпа Степанов Витьăна уйрăмах палăртса хăварас килет. Степанов Витя сцена çинче «Кам-ши кĕнĕ пахчана?» шÿтлĕ сăввине чăн-чăн артист пекех каласа култарчĕ. Шарикова Карина вара «Анне» юрăпа пире савăнтарчĕ. Чылайччен алă çупрĕç курса ларакансем çак пĕчĕк артистсене.
Эпир савăнатпăр тата мухтанатпăр 4 класра вĕренекенсем пире питĕ илемлĕ те савăнăçлă концерт лартса панăшăн. Тавтапуç музыка учительне Макаров А.В. тата вĕсен класс ертÿçине Желтова С.Ф. çакăн пек пысăк концерт хатĕрленĕшĕн. Курса ларакансемшĕн çак концерт çуркуннехи пĕрремĕш уяв ячĕпе чăн – чăн парне пулчĕ.