Шкулта çăварни уявне ирттертĕмĕр

 

          фоторепортаж

 

               

Нарăс уйăхне кĕрсен ял халăхĕ Аслă çăварни кунĕсене кĕтнĕ. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене çĕнĕрен чĕртсе тăратас тĕлĕшпе эпир те шкулта çăварни уявне ирттертĕмĕр.  Уява краеведени кружокне çÿрекен 5-мĕш класс ачисем пуçларĕç. Вĕсем вăйăсем вылярĕç, ташă-юрăпа савăнтарчĕç, карчăкпа старик  илсе килнĕ çăварни икерчине тутанса пăхрĕç. Кашни класри ачасем çăварни юррисене шăрантарчĕç. Унтан  ачасем тĕрлĕ- тĕрлĕ лентăсемпе илемлетнĕ, пĕкĕсем çине виçшер шăнкăрав çакнă çунашкасемпе ярăнчĕç. Çакăнтах  «Чи хитре çунашка» конкурс иртрĕ, кунта чи маттуррисем 3-мĕш класри Овчинникова Ульяна, Трихалкин Даниил, Филиппов Максим, 4-мĕш класри Краснов Рома, Кольцов Максим, Феоктистова Таня пулчĕç.10-мĕш класри Потряков Костя «Чи инçе каякан çунашка» конкурсра çĕнтерчĕ.  «Илĕртÿллĕ пике» конкурсра  5-мĕш класра вĕренекен хĕр ачасем мала тухрĕç. 6-мĕш класри Миронова Таньăпа Николаева Елена, 8-мĕш класри Дмитриева Диана та вĕсенчен юлмарĕç, хăйсен илемлĕ тумĕпе уяв хăтне кĕртрĕç. Конкурссем вĕçленсен улăмран ăсталанă çăварни карчăккине тăвайккинчен ярăнтартăмăр. Çăварни карчăкки çине икерчĕ пăрахса: «Çăварни карчăкĕ тутлăхлă пул! Выçă ан çÿре! Тутă пул та чипер кай!»,- тесе пурте пĕрле пуçтарăнса ăна  чĕртсе ятăмăр. Çакăн пек юрласа, савăнса, ташласа çăварни ăсатса янă хыççăн ачасем тепĕр хут тăвайккинчен ярăнчĕç, кайран классене кĕрсе çăварни икерчипе сăйланчĕç.