Шкулта хĕрÿ ĕç вĕрет.

 

         

Москакасси шкулĕнчи ачасен строительствă бригадине çÿрекенсем  медицина кабинетĕнче процедура пÿлĕмĕ тăваççĕ. Ĕнерпе паян вĕсем  профильсенчен каркас çĕклерĕç. Гипсокартонсенчен стенисене çыпăçтарчĕç. Уйрăмах Архангельский   Иванпа Андреев Евгений тăрăшуллă ĕçлерĕç. Вĕсем Олег Иосифовичăн ăшă сăмахĕсене тивĕçрĕç.

Çавăн пекех ачасем  пушар вăхăтĕнче тухса тармалли алăксем патĕнчи юра  тасатрĕç.