Шкулта Ухсай Яккăвне халаласа «Пулман чăвашăн çěр чěлхи поэчě» ятлă литература каçĕ ирттертĕмĕр.

 

      

«Ухсай Яккăвě – чăваш поэзийěшěн çеç мар, пěтěм совет поэзийěшěн тěлěнмелле пулăм шутланть.» (Егор Исаев)

« Манăн тăван çěр авалтан халăхшăн нушаллă пулнă, çынсен тарăпе, вěри куççулěпе тата таса юнěпе исленнě. Вăл мана ачаран хаклă, чунтан эпě ăна юрататăп, çав юрату тивěçěпе сăвăсем, поэмăсем хыватăп. Ача чухне çак çěр çинче çăлтăрсем çине пăхса телей ыйтса кěл тăваттăм. Вăл телее кунтах тупрăм та эпě,çавăнпа тăван çěр умěнче парăмлă пулса тăтăм – хамăн ěçпе çав парăма татма манăн çěр çинчен каламах тивет,» - çапла хаклать Ухсай хăйěн поэзине. Унччен чăвашăн çěр чěлхи поэчě пулман пулсассăн – халě çав поэт Яков Ухсай тесе татсах калатпăр. Эпир те  шкулта «Пулман чăвашăн çěр чěлхи поэчě» ятлă литература каçĕ ирттертĕмĕр.Уяв каçне Федорова Надьăпа Андреев Женя ертсе пычĕç. 5-11 класра вĕренекенсем поэтăн сăввисене шăрантарчĕç, электронлă презентаци тăрăх унăн кун-çулĕпе паллашрĕç. Чи лайăх сăвă  вулаканĕсем  Миронова Таня, Дмитриева Диана, Пушкин Григорий пулчĕç.