4 – мĕш класс ачисем кăçал «Эпир çут çанталăк тусĕсем» ятлă проектпа ĕçлерĕç. Вĕсем ытларах хамăр тăрăхри йывăçсене сăнарĕç. Кĕрхи вăрманта экскурсире пулчĕç. «Йывăçсем калаçма пĕлсен, мĕн тенĕ пулĕччĕç пире?» ятлă сочинени те çырчĕç. Ачасем тăрăшсах йывăçсем çинчен тупмалли юмахсене, ваттисен сăмахĕсене, йывăçсемпе çыхăннă çут çанталăк паллисене пухса хатĕрлерĕç. Потрякова Анастасия хатĕрленĕ тĕпчев ĕçĕ «Пурăннă тет пĕр çулçă» йывăçсен пурнăçне питĕ анлă уçса кăтартрĕ.
Паян акă Ивановка вăрманĕнчи йывăçсем (4 – мĕш класра вĕренекенсем) вăрман уçланкине пухăва çитрĕç. Унта пĕртен – пĕр ыйту палăртнă: йывăçсен ÿпкевĕсене пăхса тухасси. Пухăва юман (юман рольне Витя Степанов вылярĕ ) ертсе пычĕ. Йывăçсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен хуйхи – суйхи çинчен тухса калаçрĕç. Çĕмĕрт ытларах хуйхăрни палăрчĕ. Ăна хитре çеçкисемшĕн пĕчĕккисем те, пысăккисем те ним хĕрхенмесĕр хуçаççĕ иккен. Нумайччен шавларĕ вăрманти пуху.
4 – мĕш класс ачисем – вăрман тусĕсем – çак йывăçсем çинчен залра пухăннисене питĕ ăнланмалла, тĕплĕн каласа пачĕç, юрă – ташăпа савăнтарчĕç, йывăçсене тек хуçмăпăр, татах та нумайрах çамрăк хунавсем лартăпăр, тесе сăмах пачĕç.
Юлашкинчен класс ертÿçи Желтова С.Ф. вăрманта, ăна сиен кÿрес мар тесен, ачасен хăйсене мĕнле тытмаллине каласа ăнлантарчĕ.
Уявран пурте тулли кăмăлпа саланчĕç.