Халăха пĕлес тесессĕн, унăн юрри-кĕввине итлесе пăхмалла. Эпир чăвашлăхпа, халăх йăли-йеркипе, культурипе, юрри-кĕввипе уроксенче паллашатпăр. Çав туйăма ачасем патне çитерес тесе нумай вăй хуратпăр. Чăваш культурин тĕпчевçисемпе, композиторĕсемпе тата вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсемпе , творчествипе паллашатпăр. Паян вара пирĕн шкулта пысăк уяв, унта Юрий Жуков тата Виталий Романов композиторсем пулчĕç. Шкул ачисем хамăрăн ентеш-композиторсемпе куçа-куçăн курса калаçрĕç. Хăйсене интереслентерекен ыйтусем çине ачасем тулли хуравсем илчĕç. Паллă сынсем хайсен юрă кĕнекисемпе паллаштарчĕç, шкул библиотекине парнелесе хăварчĕç. Çак хаваслă тĕлпулу пурин кăмăлне те кайрĕ. Малашне те пирĕн çакăн пек тĕлпулу каçĕсем ирттересчĕ, ачасен чунĕнче чăвашлăх туйăмне аталантарасчĕ.