«Илемпи» лагере çÿрекен ачасем А.Петтоки поэта асăнса лартнă палăк умĕнче

 

Кашни халăхăн хăйĕн мухтавлă çыннисем пур. Вĕсемпе эпир тивĕçлипе мăнаçланатпăр, ытти халăх çыннисемпе тĕл пулсан: «Пирĕнтен çавă – çавă тухнă», - тетпĕр.
Пирĕн тăрăхра литературăра палăрнă ентешсем чылай: Михаил Ахманэ, Раиса Савельева, Любовь Петухова, А. Петтоки. Халăх культурине, литературине çĕклеме вăй хунă çынсенчен пĕри вăл А.Т. Петтоки. Çавăнпа та хамăрăн ачасен культурине пуянлатас тесе, унăн шайне ÿстерес тесе çула тухрĕç «Илемпи» лагерьте ĕçлекен воспитательсемпе пĕрле ачасем Москакасси ял тăрăхне кĕрекен Ахмане ялне. Çак ялта çуралнă та пирĕн поэт А.Т.Петтоки. Ахмане ялĕнче, тăван кил умĕнче А. Петтокие асăнса лартнă палăк патĕнче йăмрасем хурланса лараççĕ. Петтокисен тĕп килĕ вырăнĕнче халĕ Петр Васильевич Козлов кил – йышĕ пурăнать. Петр Васильевич колхоза та, ял канашне те ертсе пынă. Хисеплĕ çын, хăй картинче хитре вырăна ятарлăн уйăрса, вăл А. Петтоки кĕтесне уçнă, Виталий Васильевич Васильев бригадирпа пĕрле палăк лартнă.
«ИЛЕМПИ» лагере çÿрекен ачасем çулама май улăх тăрăх пуçтарнă чечек çыххине А.Петтокие асăнса лартнă палăк умнее хучĕç, поэтăн тăванĕсемпе курса калаçрĕç, А.Петтоки пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллашас тесе вĕсене ыйтусем пачĕç. Чылай çул пирĕн Москакасси шкулĕнче аслă вожатăй пулса ĕçленĕ Иванова Елена Борисовнă та шăпăрлансене кăмăллăн кĕтсе илчĕ. Ачасем пахчара пулăшкаланă хушăра Елена Борисовна чей те вĕретме ĕлкĕрнĕ иккен. Ĕç хыççăн тĕрлĕ курăксенчен вĕретнĕ чейпе пĕремĕк, ай, питĕ тутлă! Çак кун ачасемшĕн чăн-чăн паттăрлăх кунĕ пулчĕ.